Районсенче пулакан «Акатуй» ӗҫпе юрӑ, спорт уявӗ кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пуҫланать. Ҫав кун вӑл 15 районта уяв кӗрлӗ. Тепӗр кунне Елчӗкпе Патӑрьел районӗсенче иртӗ. Ҫӗртмен 17-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри тата Шупашкар районӗсенче уявлӗҫ. Пӑрачкав районӗнче вӑл Республика кунӗнче, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче, иртӗ. Ҫӗрпӳ районӗнче утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Тихвин ярмӑрккипе пӗрле уявлӗҫ.
Михаил Игнатьев Элтепер Акатуй тӗрлӗ халӑхӑн йӑли-йӗркине пӑхӑнса пыма, туслӑн ӗҫлесе пурӑнма вӗрентет тесе хакланӑ. Сӑмах май. Уяв мероприятийӗсене паян Правительствӑн планеркинче тишкернӗ. Республика ертӳҫи наци тумӗсем ҫак уявӑн тӗп атрибучӗ тесе палӑртнӑ. Акатуйсемпе Сапантуйсене вӑл наци культурине упракан уявсем тесе ырланӑ.
Красноармейски районӗнчи Тусай ялӗнче кӑҫал ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ хута кайӗ. Ӑна Чӑваш Ен ертӳҫин ялсенчи медицина пулӑшӑвне аталантарассипе йышӑннӑ хушӑвне пурнӑҫласа хӑпартаҫҫӗ. 2013—2015 ҫулсенче 100 ФАП тунине эпир те пӗрре ҫеҫ мар пӗлтернӗччӗ. Пӗлтӗр те ку программа малалла тӑсӑлчӗ. Хӑтсӑр 25 ФАП вырӑнне мӗнпур условиллӗ ҫуртсем ҫӗклерӗҫ.
Тусай ялӗнчи ФАПа «Солид» текен общество ҫак уйӑхра тума пуҫланӑ. Утӑ е ҫурла уйӑхӗнче ӑна туса пӗтерӗҫ. Красноармейски районӗнче унччен тӑватӑ ФАП хута янӑ.
Аса илтерер, кӑҫал Чӑваш Енре 21 фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлӗ. Ҫӗнӗ ФАПсем Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай районӗсенче пулӗҫ.
ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал республикӑра пурӑнакансене ейӳ нуша кӑтартман. Ҫакнашкал пӗтӗмлетӳ тунӑ ейӳпе кӗрешекен комисси.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, ейӳ сарӑласран сыхланас енӗпе ирттерекен мероприятисене республикӑри пур муниципалитетра та пурнӑҫланӑ. Кӑҫал ялсем тата экономика объекчӗсем ейӳ нушине курман.
Аса илтерер: кӑҫал Чӑваш Енри 16 муниципалитетри 55 ялта ейӳ сарӑлма пултарассине пӗлтернӗччӗ. Вӗсенче пӗтӗмпе 2200 ҫын пурӑнать. Малтан кӑҫалхи ейӳ Улатӑр, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ районӗсенче уйрӑмах хӑрушӑ пулассине каланӑччӗ.
Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче Чӑваш Ен Росавтодортан Пӑрачкав кӗперне юсама укҫа ыйтнӑ. Унтан хурав килнӗ: чи малтан укҫа-тенкӗ пуҫӑннӑ объектсене вӗҫлеме кайӗ.
Анчах ку республикӑна укҫа килмессине пӗлтермест. Пӑрачкав районӗнчи Сӑр урлӑ хывнӑ кӗпере федераци укҫи-тенкипе юсас шанчӑк пур-ха. Федераци хыснинчен уйӑрса памасан та Чӑваш Енӗн укҫа тупма тивет, кӗпере ҫитес икӗ ҫулта юсамаллах. Кун пирки ЧР транспорт министрӗ Владимир Иванов пӗлтернӗ.
Кӗпере юсамалли проекта 2015 ҫултах хатӗрленӗ. Кун валли пӗтӗмпе 565,144 миллион тенкӗ кирлӗ. Минтранс ку лару-тӑрӑва сӑнаса тӑрать. Хальлӗхе вара кӗпер питӗ япӑх лару-тӑрура.
Унччен ҫак кӗпере «Платон» тытӑмӗ пухнӑ укҫапа юсассине пӗлтернӗ. Анчах ҫав укҫа, 68 миллион тенкӗ, Етӗрне районӗнчи Сӑр урлӑ кӗпере юсама кайӗ.
Пӑрачкав районӗнчи пӗр арҫыннӑн пуҫне ултавҫӑ пӗр уйӑх минретнӗ. Хайхискер пӗр вӗҫӗм укҫа ыйтнӑ.
Ку ҫапларах пулса иртнӗ. Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ арҫын, 68 ҫултискер, ҫулталак пуҫламӑшӗнче тӗнче тетелӗ урлӑ БАД саккас панӑ. Ватӑ арҫын ҫав эмеле ӗҫме пуҫласан сывлӑхӗ лайӑхланнине туйман. Пачах тепӗр май – сывлӑхӗ япӑхланса пынӑ.
Ака уйӑхӗн варринче ун патне палламан номертен шӑнкӑравланӑ. Хайхискер Мускаври тӳлев департаменчӗн ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ, БАД сывлӑхшӑн сиенлӗ пулнине каланӑ. Ҫакӑншӑн пенсионера тӑкакне, 200 пин тенкӗ, саплаштарассине пӗлтернӗ. Анчах куншӑн 20 пин тенкӗ комисси куҫарса памалла-мӗн.
Анчах шӑнкӑравсем ҫаплипех килнӗ. Кашнинчех укҫа куҫарса памалли пирки каланӑ. Ҫапла вӑл Пӑрачкав районӗн арҫыннинчен 600 пин тенке яхӑн сӑптӑрса илнӗ.
Пӑрачкавсемшӗн ку чӑн-чӑн савӑнӑҫ пулӗ. Унти пӗр урамра ҫӗнӗ ҫул сарасшӑн. Ҫак ӗҫе тумашкӑн республика хыснинчен 18 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Патшалӑх туянӑвӗсен сайтӗнче Пӑрачкав ялӗнчи Комсомольски урамӗнчи ҫула сармашкӑн «Чӑвашупрдор» аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Пирвайхи хак — 18 миллион тенкӗ те 339 пин тенкӗ. Ӑна республика хыснинчен уйӑрӗҫ.
Килӗшӳре ҫул вӑрӑмӑшӗ 2 ҫухрӑм та 868 метр пулнине палӑртнӑ. Ҫула вӗтӗ чулран тӑвӗҫ. Ку ҫула кам тӑвассине ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Ӗҫе 6 уйӑхра туса пӗтерме палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратури ишӗлекен ҫуртсене сӳтесси (вӗсенчен ҫынсене хӑтлӑ хваттерсене куҫарнӑ, ҫурчӗсем тӑрса юлнӑ) епле пынине тишкернӗ.
Кивӗ ҫуртран куҫармалли 2013–2017 ҫулсенчи республика программине 844 ҫурта кӗртнӗ. Патӑрьел, Елчӗк районӗсенче тата Ҫӗнӗ Шупашкарта япӑх ҫурт-йӗр ҫук-мӗн.
Прокуратура тӗрӗсленӗ вӑхӑтра 553 ҫуртран ҫынсене ҫӗнӗ ҫӗре куҫарнӑ. Вӗсенчен 364-шне ишнӗ, ыттисене тӗкӗнмен.
Пушанса юлнӑ ҫуртсене пӗтӗмпех пушатса пӗтернисем — 10 муниципалитет: Йӗпреҫ, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Тӑвай.
12 район-хулара 189 ҫуртран ҫынсене ҫӗнӗ ҫӗнӗ куҫарса пӗтермен, ҫав шутран 72-шӗнчен куҫармалли вӑхӑт иртсе кайнӑ. Вӑхӑтра мера йышӑнманнисем шутӗнче прокуратура, Улатӑр, Канаш, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисене, Улатӑр, Элӗк, Вӑрмар, Шупашкар тата Етӗрне районӗсене асӑннӑ.
Пӗлтӗрхи чӳке уйӑхӗнче Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗнче Африка мурӗ тупса палӑртрӗҫ. Выльӑх чирӗ ҫиеле тухнӑ хыҫҫӑн унта карантин тесе те йышӑнчӗҫ. Ялтан 15 километрта вырнаҫнӑ ялсенче сыснасене йӑлт тӗп турӗҫ.
Африка мурӗ енӗпе Чӑваш Ен те чылай вӑхӑт ӑнӑҫсӑр регион шутланчӗ. Тинех республикӑра ку статуса ылмаштарнине эпир маларах пӗлтернӗччӗ-ха. Апла пулин те виҫӗ районта: Улатӑрта, Йӗпреҫре тата Пӑрачкавра, ҫавӑн пекех Улатӑр хулинче лару-тӑрӑва малашне те сӑнаса тӑрӗҫ.
Следовательсем тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, Напольное ялӗнчи ветеринари участокӗн заведующийӗ Африка мурӗ пуҫланнине пуринчен те пытарма тӑрӑшнӑ. Ҫавӑншӑн ӑна пуҫиле майпа айӑпласа 50 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Чӑваш Енри суд приставӗсем халӗ ҫав суммӑна шыраса илнӗ.
Чӑваш Ен сыснасен Африка мурне пула чылай вӑхӑт ӑнӑҫсӑр регион шутланчӗ. Халӗ тинех республикӑра ку статуса ылмаштарнӑ. Ҫапла тума Россельхознадзорӑн управленийӗ йышӑннӑ. Апла пулин те виҫӗ районта: Улатӑрта, Йӗпреҫре тата Пӑрачкавра, ҫавӑн пекех Улатӑр хулинче лару-тӑрӑва малашне те сӑнаса тӑрӗҫ.
Статуса ылмаштарни пирӗн тӑрӑхри аш-пӑша ют регионсене ӑсатма тата унтан хамӑра кирлине кӳрсе килме май парать.
Маларах пирӗн республикӑра Африка мурне пула карантин тесе йышӑннӑччӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен ӑна пӗтернӗччӗ. Карантина официаллӑ майпа пӑрахӑҫланӑ пулсан та ун чухне утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗччен сыснасене тата унӑн ашне республика тулашне илсе тухма, пӗрремӗш тата иккӗмӗш зонӑсенче сысна сутма, ку зонӑсенчен ҫак выльӑха туянма юрамасть тесе пӗлтернӗччӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче Сӑр тата Мӑн Ҫавал юханшывӗсенче нӳрӗклӗх саппасӗ нормативран самай пысӑкрах.
Республикӑра юр хулӑнӑшӗ ытти ҫултинчен 10–20 сантиметр хулӑнрах. Нормӑпа килӗшӳллӗн, вӑл 22–32 сантиметр пулмалла. Тӗп шыв бассейнӗсенче нӳрӗклӗх саппасӗ 120–130 процентпа танлашнӑ. Сӑр тата Мӑн Ҫавалта вара ку кӑтарту 170% тата 190% иртнӗ.
Аса илтерер: пӗлтӗр ейӳ вӑхӑтӗнче Вӑрнар районӗнчи Нурӑсри кӗперӗн ҫӗр дамби ишӗлнӗ. Кӑҫал Чӑваш Енри 16 муниципалитетри 55 ял шар курма пултарать. Чи хӑрушӑ лару-тӑру хальлӗхе Улатӑр, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ районӗсенче.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |